Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
(Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи В.П.Станьял 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Елчӗкри вӑтам шкулта тата Ҫӗрпӳри Культура Керменӗнче чӑваш чӗлхи ячӗпе каланӑ сӑмах)
Чӑваш чӗлхин кунӗсене 1926 ҫулта «Чӑваш чӗлхи ҫинчен» саккун йышӑнсан ирттерме пуҫланӑ. Вуласа пӑхӑр-ха ҫав 90 ҫулхи саккуна. Вӑл тӑван чӗлхене чӑнах та хисепе хурса ҫырнӑскер. Кайран ӑна лутӑркаса тӑкнӑ. 1990 ҫулхи Саккуна та ик ҫултан хырса хӗстерчӗҫ. Ку саккун тӗшшинчен Чӗлхе кунӗ кӑна юлчӗ пулмалла. Эппин, Ваттисен тӗп канашӗнчен пурне те Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп. Чӗлхе кунӗ — ача-пӑча, яш-кӗрӗм, пултарулӑх ушӑнӗсем сӑвӑ каласа, юрӑ юрласа, ташӑ ташласа, тӗрӗ чӗлхине вулатарса савӑнмалли пысӑк уяв. Ашшӗ-амӑшӗпе ӑспару ҫыннисемшӗн вӑл халиччен ӗҫленӗ ӗҫе пӗтӗмлетмелли, малашнехи тӗллевпе ҫул-йӗре палӑртса шухӑшламалли кун тесе шутлатӑп. Эппин, мана уяв такмакӗсем мар, виҫӗ ҫаврӑм сӑмах калама ирӗк парӑр, тархасшӑн Пӗрремӗш сӑмах: Кама кирлӗ чӑваш чӗлхи? |
Чӑваш чӗлхи
![]() Элӗкри «Хӗвел» 2-мӗш ача пахчинчи шӑпӑрлансем Элӗкри «Хӗвел» 2-мӗш ача пахчинче шӑпӑрлансене тӑван чӗлхене юратма пӗчӗкрен вӗрентессипе ҫине тӑни пирки ӗнентереҫҫӗ вырӑнтисем. Чӑн та, мӗн акатӑн, ҫавӑ шӑтать тесе ахальтен каламан пуль ҫав ваттисем. Наци чӗлхине перекетлессине, унӑн пуян йӑли-йӗркипе мӑнаҫланассине пӗчӗкрен ӑша аслисем хывтармасан камӑн хывтармалла ӗнтӗ? «Хӗвел» ача пахчинче чӑваш культурипе чӗлхи эрнине ирттересси ырӑ йӑлана кӗнӗ. Хальхинче вӑл ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Чӑваш чӗлхипе тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян эткерлӗхне пӗчӗккисем патне аслисем фольклор, музыка ӳнерӗн чи лайӑх хайлавӗсем, чӑваш халӑх ваййисем урлӑ ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ. Тематика занятийӗсенче чӑваш тӗррин орнаменчӗсемпе, республика элемӗсемпе, тӑван тӑрӑхӑмӑрти паллӑ вырӑнсемпе паллаштарнӑ, чӑвашла хайлавсем вуланӑ, Иван Яковлев пирки каласа кӑтартнӑ, унӑн калавӗсене те вуласа панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Патӑрьелти вӑтам шкулта Кашни ҫулах, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Ҫак уяв вӑл чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунӗпе ҫыхӑннине пурте пӗлеҫҫӗ пулӗ. Патӑрьелӗнчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта та чӑваш чӗлхине сума суса ирттерекен ӗҫ-хӗл пуҫланнӑ. Чи малтанах 8-мӗш классем хӑйсен пӗлӗвне, тавракурӑмне «Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?» брейн-рингра (ют чӗлхерен куҫарсан вӑл ӑс-тӑн вӑййине пӗлтерет) тӗрӗсленӗ. «Вӑйӑра ачасен ҫирӗп ӑс-тӑнӗ палӑрчӗ. Анчах та ӑслинчен ӑслӑраххи пур тени тӳрре тухрӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ Патӑрьел ял тӑрӑхӗнче. Пӗрремӗш вырӑна Игорь Богданов, Елена Фролова тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Николай Ивановпа Даниил Попов пайланӑ. Ҫиччӗмӗш классем вара И. Я. Яковлев ачалӑхӗпе паллашнӑ. Кунта ҫамрӑк Иван Пӑрӑнтӑк шкулӗнче вӗреннӗ самантсене аса илнӗ. Вӗренекенсене И.Я. Яковлев вӗреннӗ ҫын пулма ӗмӗтленни, унӑн ырӑ кӑмӑлӗ, сӑпайлӑхӗ, шухӑшӗ кӑсӑклантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхин патшалӑх статусне ҫирӗплетес тесе сахал мар кӗрешекен Пил Тымарлан нумай пулмасть Раҫҫей Федерацийӗн пенси фончӗн Чӑваш Республикин Шупашкар хулинчи управлени пуҫлӑхне чӑвашла евит янӑ. Вӑл «Эпӗ ку таранччен Раҫҫей Федерацийӗн пенси страхлав хутне илейместӗп. Пенси страхлав хучӗ ҫӳккипе эпӗ ӗҫлӗ пулаймастӑп, сывлӑха тӳрлетейместӗп», — тесе пуҫланӑ вӑл хӑйӗн ҫырӑвӗнче. Пенси страхлав хучӗсӗр ҫӳренин сӑлтавӗ — Пил Тымарлан халӗ те Раҫҫей Федерацийӗн паспортне илменнинче. Ӑна вара вӑл патшалӑхӑн ҫӗнӗ паспортӗнче чӑвашла ҫырманнине пула алла илмен, халӗ те СССР вӑхӑтӗнчипе ҫӳрет. «Эпӗ хальхи РФ тата ЧР влаҫӗ ҫакӑн пек майпа этемӗн гражданла пӗрланлӑх правине чакаракан хӗсӳллӗ, вышкайсӑр политикине чунтан-чӗререн сивлетӗп», — тесе ҫырать ваккат пирӗн алла лекнӗ ҫырура. Паспортра чӑвашла ҫырмасӑр вӑл ӑна алла илме пултарайманни пирки пӗлтерет: «Ӑна алла илни мана кӗлмӗҫе кӑларать, манӑн кӑмӑл-сипет пуянлӑхне сиен кӳрет, чыса пӑсать, ырӑ ята ярать». Пенси фончӗ мӗнлерех хурав пани хальлӗхе паллӑ мар-ха. |
Чӑваш чӗлхи
![]() ЧР Патшалӑх Канашӗн профильлӗ комитечӗ ҫӗнӗ саккун проектне хатӗрлет. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра чӗлхе саккунне пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗ «Ирӗклӗхе» панӑ хуравра каланӑ. Хурав айне ЧР Паташлӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен председателӗ Петр Краснов алӑ пуснӑ. Петр Краснов ку ыйтӑва 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчех «ҫавра сӗтелре» калаҫнине палӑртнӑ. Ун чухне чӗлхе саккунне пӑснӑ тӗслӗхсемшӗн явап тыттармаллине сӳтсе явнӑ. Республикӑри общество организацийӗсем, экспертсем республикӑри чӗлхе саккунне пӑхӑнманнине чылай ҫул каяллах асӑрханӑ. Саккунра ҫырнине пӑхӑнманнисене явап таттармалла тесе ҫырнӑ-ҫке-ха. Анчах текстра нимӗнле санкцие те палӑртман. Хастарсем ҫӗнӗ саккун ку ӑнланмалла мар лару-тӑрӑва уҫӑмлатасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Мускаври ҫавра сӗтеле пуҫтарӑннисем Чӑваш ҫырулӑхӗн кунӗ ҫывхарса пынӑ май Мускаври Н.А. Некрасов ячӗллӗ ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче «Особенности изучения языка национальных меньшинств в условиях мегаполиса на примере чувашского языка» (чӑв. Мегаполис условийӗнче сахал йышлӑ халӑхсен чӗлхине вӗрентессин хӑйне евӗрлӗхӗ пирки — чӑваш чӗлхи тӗслӗхне тӗпе хурса) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Мероприятие Чӑваш культурин обществи Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Чӑваш ҫырулӑхӗн кунне халалланӑ мероприятире тӑван халӑхӑмӑрӑн алфавитне йӗркеленӗ Иван Яковлев пирки нумай калаҫнӑ. «Ҫавра сӗтеле» элчелӗх ҫумӗнче йӗркеленӗ чӑваш чӗлхи курсӗнче вӗренекенсем те хутшӑннӑ. Сӑмах май каласан, Чӑваш ҫырулӑхӗн кунне халалланӑ уяв Чӑваш наци вулавӑшӗнче иртессине эпир пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Шупашкар районӗнчи вулавӑшсенче чӑвашла вуламалли пӗрлехи кун ирттернӗ. Ӑна республикӑра иртекен «Литературная Чувашия: самая читаемая книга 2014-2015гг.» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулсенчи чи вуланакан кӗнеке) конкурс пынӑ май йӗркеленӗ. Шупашкар районӗн централизациленӗ вулавӑш тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Галина Тимофеева акци тӗллевне тӑван литературӑна, наци культурине юратма хӑнӑхтарассипе ӑнлантарать. Салапайкассинче, тӗслӗхрен, унти шкулта 6-мӗш класра вӗренекенсем Питрав Ибасовӑн «Ылтãн пӗркенчӗк» кӗнекинчи калавсене вуланӑ. Чӑрӑшкассинчи вулавӑшра «Асанне юмахӗсем» кӗнекепе паллашнӑ. Ҫак кунсенче районти вулавӑш ӗҫченӗсем вулакансен хаклавӗсем хушшинче иртекен «Хамӑрӑнне вула» конкурс материалӗсене малалла пухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑрӑшкасси шкулӗ Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул районта кӑна мар, республикӑра та хисеплисенчен пӗри тесен те йӑнӑш мар. Ку вӗренӳ заведенине пуҫланса кайнӑранпа виҫӗ пуҫлӑх ертсе пынӑ: Владимир Алангов, Виталий Елизаров. 2003 ҫултанпа директор пулса Ирина Гаврилова ертсе пырать. Чӑрӑшкасси шкулӗ пӗлтӗрхи раштавран тытӑнса Л.В. Пучков ячӗпе хисепленме тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. «Тӑван чӗлхе хисепӗ, сумӗ ӳстӗр тесе» район, республика шайӗсенчи тӗрлӗ конкурса, олимпиадӑна хутшӑнсах тӑни пирки пӗлтереҫҫӗ унтисем. 10-мӗш класри Анна Серебрякова, 11-мӗшӗнчи Ксения Родионова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑван патшалӑх педагогика университечӗ Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне тата Тӑван чӗлхе кунӗ тӗлне ирттернӗ олимпиадӑра, акӑ, иккӗшӗ те иккӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Хавал» чӑвашсен халӑх пӗрлешӗвӗ юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех чӑваш чӗлхине калаҫура вӗренмелли лагерь йӗркелет. Хастарсем кӑҫал та ӑна пухӗҫ. Хальхи, шучӗпе ҫиччӗмӗш, утӑ уйӑхӗн 3-10-мӗшӗнче «Сурские зори» (чӑв. Сӑр шурӑмпуҫӗ) кану базинче пуҫтарӑнӗ. Лагере пухнин тӗллевне «Хавал» ҫулленхи тӗлпулусене йӑлана кӗртессипе ҫыхӑнтарать. Тӗлпулу тӗллевӗ вара, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра чӑваш чӗлхине ҫине тӑрса тата хӑвӑрт ӑша хывасси. Тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе, историйӗпе, йӑла-йӗркипе паллаштарассине те тӗллев шутне кӗртеҫҫӗ. Программа епле пулассине те халех палӑртнӑ. Чӑваш чӗлхи урокӗсене виҫӗ шайпа йӗркелесшӗн. Ачасемпе яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ валли вӗренӳ вӑйӑ курсӗ евӗр те пулӗ. Чӗлхене преподавательсем хальхи вӑхӑтри меслетсемпе усӑ курса ӑша хывма пулӑшӗҫ. Наци тӗррипе, халӑх юррисемпе тата ташшисемпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Вӗреннипе пӗрлех вӑхӑта спорт мероприятийӗсенче кӑсӑклӑ ирттерме май туса парӗҫ. Экскурсисем йӗркелеме те шантараҫҫӗ. Лагере хутшӑнакансен йӗркелӳ тата чӗлхе взносӗ, пурӑннишӗн тата апат ҫинишӗн тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Либерал-демократсен партине ертсе пыракан Владимир Жириновский наци территорийӗсенчи шкулсенче вырӑссене вырӑнти чӗлхене вӗрентмелле мар тесе каланӑ. Хӑйӗн шухӑшне вӑл вырӑс халӑхне «привилеги» кӳрессипе ӑнлантармасть-мӗн. Владимир Жириновский «вырӑссене хӳтӗлемелле», — тесе шухӑшлать. РЛДП ертӳҫи: «Раҫҫей ҫыннисене хӑйсен территорийӗнче пӗр чӗлхе кӑна вӗренмелли правӑна хӳтӗлемелле», «Пирӗн ҫынна наци территорийӗн — Мӑкшӑ Республикин, Чӑваш Енӗн (ун пеккисем пирӗн 33 регион) чӗлхине вӗренме хистемелле мар», — тенӗ. Политик шучӗпе, 10 ҫулхи ачана тӑватӑ чӗлхе — вырӑслине, вырӑнтине тата икӗ ют чӗлхене — вӗренме ытла та йывӑр. Ҫапла пӗтӗмлетӳ патне вӑл хай «лингвист, филолог, тюрколог, литературовед» пулнӑран пырса тухнӑ-мӗн. Владимир Жириновский Конституцине «вырӑс халӑхӗ» ӑнлав кӗртес шухӑшлӑ. Ҫӗршывӑн тӗп саккунӗн преамбули ҫапла майпа «эпир — вырӑс тата ытти халӑхсем» тенинчен пуҫланмалла имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |